Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Вăрман-Çĕктерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа иртекен „Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2016“акцие хутшăнчĕç.Акцин тĕп тĕллевĕ-чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне,сумĕпе хисепне ÿстересси.Диктант тексчĕ чăвашсен паллă писателĕ А.Артемьев çырнă „Çăкăр хакĕ“ пулчĕ. Чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслеме шкулти 20 ача кăмăл турĕ. Малтанах вĕсене чăваш чĕлхипе литературине вăрентекен Кудрявцева Мария Ивановна Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕ,диктанта çырма ăнăçу сунчĕ.Ачасем ĕçе тăрăшса пурнăçларăç, вĕсенчен:Кондратьева Ксения,Вастеева Наталья,Вастеева Кристина,Малеева Екатерина „5“ паллăлăх çырчĕç, вун икĕ ача „4“ паллă илчĕç,ыттисен „3“ паллă.Çак диктанта хутшăннисене саламлатпăр, вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр!