Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Вăрман-Çĕктерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа иртекен „Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2017“ акцие хутшăнчĕç. Акцин тĕп тĕллевĕ- чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси,чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне,сумĕпе хисепне ÿстересси. Диктант тексчĕ чăвашсен паллă этнопедагогĕ Г.Волков çырнă „Ăслă ача“ пулчĕ. Чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслеме шкулти 12 ача кăмăл турĕ. Малтанах вĕсене чăваш чĕлхипе литературине вăрентекен Кудрявцева Мария Ивановна Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕ,диктанта çырма ăнăçу сунчĕ.Ачасем ĕçе тăрăшса пурнăçларĕç. Çак диктанта хутшăнма кăмăл тунисене саламлатпăр, вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр!