Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен Вăрман-Çĕктерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ.Çак эрнере тĕрлĕ ĕçсем, конкурссем иртрĕç шкул ачисем хушшинче.Ачасене чи килĕшекен ĕç вăл „Чăваш апачĕ тутлă тата усăллă“ конкурс.Çак ĕçре шкулта вĕренекен ачасем килтен ашшĕ- амăшĕпе пĕрле чăваш халăх апатне пĕçерсе килчĕç,апата мĕнле хатĕрлени çинчен презентаци хатĕрлерĕç.Чи пултаруллисем çак номинацисенче çĕнтерме пултарчĕç : „Чи тутлă чăкăт“ Ефимов Е,“Чи паха шăрттан“ Деомидов С.,“Чи тутлă хуплу“ Моисеева Д., „Чи çуллă икерчĕ“Чернышев К., „Чи тутлă хуран кукли“ Кодыбайкин В.Конкурс тĕллевĕ чăваш халăхĕн апат-çимĕçĕпе паллашасси,усăллă тата паха апат-çимĕçпе апатланма хăнăхасси.Кашни вĕренекене ку конкурс килĕшрĕ,юлашкинчен пурте пĕрле ларса чей ĕçрĕç.Апачĕ, чăнах та, питĕ тутлă пулчĕ.