„Пĕтĕм чăваш диктанчĕ“ акци

Йăлана кĕнĕ тăрăх Вăрман-Çĕктерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти  аслă классенче вĕренекенсем, унта ĕçлекенсем кашни çулах „Пĕтĕм чăваш диктанчĕ“ акцие хутшăнчĕç. Пурĕ сакăр çын çырчĕ. Кăçал акци  чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа иртрĕ. Диктанта Юхма Мишши тексчĕ тăрăх çырчĕç. Акцин тĕп тĕллевĕ-чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси, чăвашла тĕрĕс çырма пĕлнине тĕрĕслесси пулчĕ. Диктант çыракансене хĕрÿллĕн саламлатпăр, малашне те хастар пулма сунатпăр.