Чăваш тĕрри

Чăваш тĕрри

Чăваш чĕлхипе литература эрнинче Вăрман-Çĕктерти пĕтĕмĕшле пĕлỷ паракан вăтам шкулти 7-мĕш класри ачасемпе Кудрявцева Мария Ивановна «Çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕ» урок ирттерчĕ. Çак урокра вĕсем чăваш тĕррин илемлĕхĕпе паллашрĕç. Тĕрĕпе чăвашсем тумтире çеç мар, пỷрт ăш чиккине те илемлетни çинчен калаçрĕç. Класри пур ача та хĕреслĕ тĕрĕ тĕрлеме вĕренчĕ. «Вега», «Мечта» санаторисенче пурăнакан Украина ачисем те тăрăшсах чăваш тĕррине тĕрлерĕç.Çак ĕç пурне те килĕшрĕ.