Чăваш чĕлхипе литература эрнинче, ака уйăхĕн 20 –мĕшĕнче, Вăрман-Çĕктерти пĕтĕмĕшле пĕлỷ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем Ангелина Ивановна Павловская çыравçăпа ялти библиотекăра тĕл пулу ирттерчĕç .Ангелина Ивановна ачасене хăйĕн «Атте сасси» ятлă çĕнĕ кĕнекипе паллаштарчĕ,унти Асамат пек çынсем пулсан ял пурнăçĕн малашлăхĕ пурри çинчен каларĕ. Ку кĕнекере вăл хăйĕн чун ыратăвне ,колхозсем пĕтнине кăтартса парать. Ачасем çыравçа хăйсене интереслентерекен тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Ангелина Ивановна ачасемпе ăшшăн калаçрĕ , мĕншĕн тесен вăл нумай çул шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Ç тĕл пулу пурне те савăнтарчĕ,пурин чунĕнче те хавас кăмăл палăрчĕ.