Паян, ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Вăрман Çĕктерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ И.С. Максимов-Кошкинский пьеси тăрăх лартнă "Вĕри юнлă çемçе чун" /Константин Иванов/ спектакль кайса курчĕç. Çакă И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри пульчĕ шкул ачисемшĕн. СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев лартнă спектакль вĕсен чĕрисенче тарăн йĕр хăварчĕ, вĕсем чăваш литературин классикĕн Константин Ивановăн синкерлĕ шăпи тата И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тата та тарăнрах паллашрĕç . "Нарспи" авторĕпе пĕрле Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче тăван халăхăмăр аталанăвĕшĕн сулмаклă ĕçсем тунă ытти паллă çынсем те вĕреннĕ, вĕсен сăнарĕсене те курчĕç вĕренекенсем "Вĕри юнлă çемçе чунра". Спектакльте Константин Иванова Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Карпов вылять, Чĕмпĕр чăваш шкулĕн директорне Иван Яковлевич Яковлева - Сергей Павлов, пулас паллă композитора Федор Павлова - Василий Иванов, чăваш театрне никĕсленĕ Иоким Максимова - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Иванов вылять,артистсем ăста выляни ачасен чунне тыткăнларĕ .